Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ

Ялта ӗҫлекен тухтӑрсене килес ҫул та укҫа лекӗ. Раҫҫейӗн Правительствин хальтерехри йышӑнӑвӗнче ялта тӗпленес текен шурӑ халатлисене малашне те пулӑшма палӑртнӑ. Хыснасем хушшинчи трансферта Федерацин обязательнӑй медицина страхованийӗн фондӗнчен территорири уйрӑмсене уйӑрӗҫ. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,2 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӗмӗле ялта вӑй хума килӗшнӗ медӗҫченӗсене пӗр хутчен тӳлеме ярӗҫ.

Вӑл укҫана илес тесен регионсен заявка тӑратмалла. Федераци хыснинчен 60 процентне уйӑрӗҫ, вырӑнтинчен — 40 процентне.

Килес ҫул Чӑваш Ене 15 миллион тенкӗ килӗ.

Ялта ӗҫлес шухӑшлӑ, 1 миллион тенкӗ илме ӗмӗтленекен тухтӑрсен 50 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Вӗсен пӗлӗвне те шута илӗҫ: компенсаци тӳлевӗ аслӑ пӗлӳллисене ҫеҫ лекӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Ярапайкассинчи клуб
Ярапайкассинчи клуб

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ клубӑн залне район тӳре-шари хуптарнӑ. 1962 ҫулта купаланӑ ҫурт кӗҫ-вӗҫ ишӗлсе анать имӗш. «Ҫак клубра вырнаҫнӑ «Екрем» фольклор халӑх ушкӑнӗ тата ачасен ташӑ ушкӑнӗ пирки вара вӗсем шутламаҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.

Апла-и капла-и, авариллӗ текен ҫуртра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ним пулман пекех ӗҫлет, вулавӑш та хупӑнман. Нумаях пулмасть клуб залӗнче суйлава тӗрӗс-тӗкел ирттернӗ, концертсем пулнӑ. Ҫӗнӗ Ҫул умӗн икӗ эрне ытларах юлсан тӳре-шара мӗнпе аптраса клуб залне хупни ӑнланмалла мар. «Васкаса хупнӑ чухне залра кушак юлнӑ. Ӑна ҫӑлас тесе пичетпе палӑртнӑ, алӑк ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хута уйӑраймӑн — саккуна пӑсӑн», — чӗрчун пирки те вырӑнтисем пӑшӑрханаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Утаркассинчи Наталия Миронова старостӑна та тав хучӗ тивӗҫнӗ
Утаркассинчи Наталия Миронова старостӑна та тав хучӗ тивӗҫнӗ

Элӗк районӗнче ял тӑрӑхӗсен старостисен канашлӑвӗ иртнӗ. Вӗренӳ евӗр ирттернӗ мероприятире старостӑсемсӗр пуҫне райадминистрацире тӑрӑшакансем, право хуралҫисем, пушар хуралӗпе ҫӑлавҫӑсем хутшӑннӑ.

Хастар старостӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе палӑртнӑ. Хаклава Сморотинти Ираида Васильева, Тури Вылӑри Нина Сорокина, Юманлӑхри Реомир Быков, Атайкассинчи Алиса Федорова, Чартакри Анатолий Ивановский, Утаркассинчи Наталия Миронова, Ураскилтри Николай Терентьев, Кӗҫӗн Тӑванти Светлана Матьянова, Йӑранарти Фаина Андреева, Тури Юлӑшри Игорь Платонов, Яккушкӑньти Федор Белецкий, Ҫӗнкасри Георгий Никоноров тивӗҫнӗ. Вӗсене райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина чысланӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ветеринарсене хулара пулсан йытӑ-кушак сиплевҫисем пек кӑна йышӑнма пулать. Ялта вара вӗсем тепӗр чухне тухтӑртан паха: ӗне пӑруламалла-и, сысна чирлет-и, ытти выльӑх амакпа аптӑрать-и — хушма хуҫалӑх тытакан тӳрех ветеринар патне васкать.

Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри выльӑх-чӗрлӗх тухтӑрӗсем нумаях пулмасть ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫак ятпа вырӑнтисем хаваслӑ та шавлӑ мероприятиех ирттернӗ. Ветучасток алӑкне тӗрлӗ тӗслӗ шарпа илемлетнӗ, хӗрлӗ хӑйӑва касма районтисем килсе ҫитнӗ.

Канаш районӗнче пурӗ 16 ветучасток, вӗсенчен пӗри — Вӑтакас Кипечре. Выльӑх-чӗрлӗхе сиплекенсене ӗҫлеме хӑтлӑ пултӑр тесе вырӑнти ял тӑрӑхӗнче вырӑн уйӑрса панӑ. 1997 ҫултанпа ӗҫлекен ветучасток Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗнчи ялсене те пӑхса тӑрать.

 

Ял пурнӑҫӗ
Метикассисем юрла-юрла отчет итленӗ
Метикассисем юрла-юрла отчет итленӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи потребительсен обществи (вӑл Чӑвашпотребсоюз тытӑмне кӗрет) пайщиксемпе отчет пухӑвне ҫулсеренех ирттерет. Ҫак тӗллевпе Ҫӗрпӳ райповӗн канашӗн ертӳҫи Сергей Генералов тата райпора ӗҫлекенсем Метикассинчи лавккара пулнӑ.

Отчет пухӑвне вырӑнтисем пысӑк пӗлтерӗшӗлӗ уяв евӗр йышӑннине кура хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпах кӗтсе илнӗ. Ялти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пилеш» фольклор ансамбльне те сутуҫӑсем чӗнсе илнӗ. Лешсем вара концертпа Кино тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗсене вӗҫлер тесе хаваспах килӗшнӗ.

Нумай цифрӑсемлӗ отчета итлесе ларма кичем те ял халӑхне те лавккана пухӑнма сӑлтавӗ пулнӑ: вӗсем ялти тӳлевсӗр концерта пуҫтарӑннӑ — хӑйсен тӑрӑхӗнчи хитре юрлакансен пултарулӑхне пӑхса савӑннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Раштавӑн 2-мӗшӗ Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗньял Хапӑс ялӗнчи халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ кун пулнӑ. Ун чухне ял пӗвисене туса пӗтернӗ.

Ӗҫе Мускав облаҫӗнчи пӗр предприятин тӗп директорӗ Владимир Алексеев пуҫарнипе тата укҫан пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Пӗвесенчен лачака нумай кӑларнӑ. Вӗсен хушшинчи ҫула вӗтӗ чул, хӑйӑр сапса хытарнӑ.

Ӗҫе подрядчиксемпе пӗрле ял ҫыннисем те хастар хутшӑннӑ. Пӗвесене туса пӗтерсен халӑх шутсӑр савӑннӑ, «Чӑваш Ен» ПТРК тата районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» хаҫат журналисчӗсене чӗннӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Пӑкӑран ӑсталанӑ карта
Пӑкӑран ӑсталанӑ карта

Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнчи Шурновсен карти тӗрлӗ мультфильмри, юмахри сӑнарсемпе капӑрланнӑ. «Йытӑ, кушак, автан, акӑш, дельфин... Кама кӑна «чӗртмен-ши» Шурновсем ҫемйи?», — вырӑна ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хыпарланӑ «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Ирина Кошкина.

Карта тӑршшӗ — 13 метр. Пӗр тӑваткал метрне тума 900-е яхӑн пӑкӑ тӑкакланнӑ.

Пластмасса кӗленчен пӑккисенчен карта тытас ӗҫе ҫемье пуҫӗпех кӳлӗннӗ. Пӗри хурласа: «Аташатӑн ҫав», — тесе пӗтернӗ пулсан ӗҫӗ те каяс ҫукчӗ. Хӑйне евӗр картана Шурновсен 30 ҫулти хӗрӗ кӑна мар, унӑн йӑмӑкӗ те, ашшӗпе амӑшӗ те, мӑшӑрӗ те кӳлӗннӗ.

Ҫулла вӗсен килӗ ҫумӗнче искусствӑлла пальма ларать. Тӗрӗссипе, хӗлле те хӑй вырӑнӗнчех-ха вӑл. Унсӑр пуҫне, Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗсем Хӗл мучи лартаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхне кӗрекен Писер ялне унта пурӑнакансем тӳре-шара пулӑшӑвне кӗтсе лармасӑр хӑтлӑх кӗртнӗ.

Ялти хастарсем тата унта пурӑнакансем ҫине тӑнине, тӑван ялшӑн ыррине нумай тунине ял тӑрӑхӗнче те курмӑш тумаҫҫӗ, ун пирки хӑйсен сайтӗнчи хыпарта та асӑнса хӑварнӑ. «Пурнӑҫ пахалӑхӗ тата пурӑнма лайӑх условисем тӑвасси пирӗнтен, ялта пурӑнакансенчен, нумай килет», — тесе каланӑ унта.

Писерсем нумаях пулмасть каллех хӑйсен пуҫарулӑхне ҫирӗплетсе панӑ. Вӗсем ял вӗҫӗнчи йывӑҫ картана тимӗртен тытса ҫавӑрнӑ. Хастарсенчен вырӑнти ял тӑрӑхӗ Алексей Березов, Сергей Этриванов, Лев Павлов, Алексей Иванов, Валериан Капитонов ячӗсене ырӑпа асӑннӑ, вӗсене ӗҫшӗн чунтан тав тунине пӗлтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Санарпуҫӗнчи пӗве тасалать
Санарпуҫӗнчи пӗве тасалать

Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнче пурӑнакансем кӗр кунне, урамра юр выртнине пӑхмасӑрах ялти пӗвене тасатма тытӑннӑ. Вӑл пушартан-мӗнрен те, выльӑх-чӗрлӗхе шӑварма та ҫулла ялта пӗве кирлех.

Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнчӳ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗҫе йӗркелесе яраканни асӑннӑ тӑрӑхри Ҫӗньял Хапӑсра ҫуралнӑ Владимир Алексеев контрл-адмирал. Вӑл Мускав облаҫӗнчи юханшыв транспорт предприятине, «Порт Коломна» ятлӑскере, ертсе пырать.

Мусав облаҫӗнчи Коломна хулинче пурӑнать пулин те тӑван тӑрӑхне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, пӗве тасатассипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӑкака ҫав ҫын хӑй ҫине илнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлассине вырӑнти хастарсем — Николай Ивановпа Владимир Иванов — ертсе пыраҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Эльба пахчи текен чарӑнура анса юлакансене унти автобус чарӑнӑвӗн тӑрӑмӗ пӑшӑрхантарать. Вӑл Хуракасси енне каякан ҫул ҫинче тӑрса юлать.

«Ҫула тытса тӑма хыснаран уйӑрнӑ укҫа-тенке усӑ курса йывӑҫран тунӑ павильона сӳтсе пӑрахса суйлав умӗн ҫӗнӗ архитектура сооруженийӗ вырнаҫтарчӗҫ», — тесе пӗлтерет Чӑваш халӑх сайтне унти лару-тӑрӑва пӗлекен Герман Волгин.

Чарӑну туса хунӑ павильона аял енчен те, ҫул енчен те ҫил вӗрмелле лартса хӑварнине кура автобус кӗтсе тӑракан кинеми-мучисене кӑна мар, вӑйпиттисене те кӗрхи тата ҫурхи юрлӑ-ҫумӑрлӑ кунсенче тата хӗлле чӗр нуша килесси каламасӑрах паллӑ. Унтан-кунтан хушӑк хӑварнӑскерте ҫумӑртан та, тӑмантан та, витӗр ҫилтен те хӳтӗленеймӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ...71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 03

1929
96
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
73
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем